Курнавăш ял тăрăхĕ
Курнавăш ял тăрăхĕ — Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи муниципалитет. Тĕп ялĕ - Курнавăш. Тăрăхĕнче çичĕ ял.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Кузьмин Владимир Ильич.
Кун-çулĕ
XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Кĕçĕн Пăла çывăхне Тăвай районне кĕрекен Тушкил ялĕнчен çынсем куçса килнĕ. Вĕсем Кĕçĕн Пăла юхан шывăн кăнтăр енче йĕркеленнĕ. Хăйсен ялне вара Курнавăш тесе ят панă. Курнавăш «курнă» сăмахран тата «вăш» татăкран тăрать. Ăна пуçарса яраканĕ вăрăм çи-пÿллĕ, хытканрах этем Кăрăç Папай пулнă. Пĕррехинче вăл хăй ялĕнчен кăнтăр еннелле çичĕ çухрăм çула тухать. Ăна çĕр виçекен чарсассăн вара Кăрăç Папай аллисене сарса пăрахса çĕр çине выртать. Унтан çĕр виçекенрен алăсенчен тĕрлĕ енне тата тăватă çухрăм виçсе пама ÿкетлет. Çĕр виçекен Кăрăç Папай ыйтăвне канăçтарать. Уншăн çак чиновника лаша парса тав тăваççĕ. Чи малтанах çак ялта темиçе çемйе çеç тĕрекленнĕ: Кăрăç Папай, Изамблат, Шакл, Мулентей, Туйтерек, Ентирек, Мăрсанай, Мусканей, Явкай, Мишке, Енехмет. Каярах кунта паянхи Курнавăш пулса тăрать.
Çутçанталăкĕ
Паллă çыннисем
- Кадышев Михаил Семёнович, сăвăç;
- Прокопьев Николай Алексеевич, чăваш сăвăçи;
- Христофоров Иван Иванович, юрăçă;
- Христофоров Вячеслав Васильевич, юрăçă.
Ялсем
Ял тăрăхне кĕрекен ялсем:
Ят | Ял капĕ | Халăх шучĕ |
---|---|---|
Курнавăш (выр. Новые Шимкусы) | Тĕп ял | 1050 |
Çĕнĕ Пăва (выр. Новое Байбатырево) | Ял | 651 |
Вырăскасси (выр. Полевые Буртасы) | Ял | 273 |
Çуткÿль (выр. Белое Озеро) | Ял | 275 |
Аслă Шăхаль (выр. Новое Чурино) | Ял | 324 |
Кĕçĕн Шăхаль (выр. Новое Ищеряково) | Ял | 194 |
Турхан (выр. Карабаево) | Ял | 137 |
Организацисем
Курнавăш ял тăрăхĕнче çак организацисем пур:
- Курнавăш ял-хуçалăхăн администрацийĕ;
- Курнавăшри вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкул;
- «Ылтăн пулă» ача-пăча сачĕ;
- Курнавăшри вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкулăн пĕрле пурăнмалли çурт;
- Курнавăшри вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкулăн стадионĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи АТС;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи моделлĕ библиотека;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи чирккÿ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи историпе краеведени халăх музейĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи çыхăну пайĕ;
- 2 мăкаçей.
Çавăн пекех ял-хуçалăх производствăллă кооператив çирĕп аталанса пынине палăртмалла.
Кĕперсем
Курнавăш ял тăрăхĕн официаллă сайчĕ
Елчĕк районĕн ял тăрăхĕсем | |
---|---|