Шупашкар районĕ
Шупашкар районне 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă. Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă. Çурçĕр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Хĕвелтухăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ, кăнтăрта Çĕрпӳпе Красноармейски районĕсем, хĕвеланăç енче Муркаш районĕ юнашар вырнаçнă. район лаптăкĕ 1331,7 тăваткал çухрăма танлашать. Ку вăл республикăн пĕтĕм лаптăкĕн 7% ытла. Район администрацийĕ Шупашкартан 14 çухрăмра ларакан Кӳкеç хула тĕслĕ посёлокĕнче вырнаçнă. Атăл района икĕ пая пайлать: çурçĕр тата кăнтăр енчине.
Çутçанталăк
Шупашкар районĕ Чăваш плато çинче выртать. Районта сăвек сăртсем нумай тĕл пулаççĕ, çĕр питне чылай çĕртре çырмасем çурса пĕтернĕ. Çырмасен тарăнăшĕ 20 метр таран çитет. Çĕр айăнчи пурлăхсем шутне торф (районта ăна 20 ытла вырăнта кăлараççĕ), керамзитпа кирпĕч тума юрăхлă тăм (Чантăр, Çĕнĕ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паçпак тата ытти вырăнсем), штукатурка, пӳрт хăпартма, силикатлă кирпĕч тума юрăхлă хăйăр (Чантăр, Сархурăн) кĕреççĕ.
Шупашкар районĕн климачĕ вăтам континентлă. Хĕлĕсем сивĕ те вăрăм, çăвĕсем ăшă, хăш чух шăрăх та пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура -13°С танлашать, — утă уйăхĕнчи — 19°С. Районта юр-çумăр çителĕклĕ çăвать. Çулталăк хушшинче пурĕ 500 мм ытла юр-çумăр çавать (ытларах енĕпе утă уйăхĕнче).
Районти чи пысăк юханшыв — Атăл. Çавăн пекех районта Ункă, Йăршу, Кĕнер юханшывĕсем юхаççĕ. Район тăприсене пахса тухас пулсан вĕсем ытларах кĕлленчĕклĕ, Атăл леш енче вара — ытларах енĕпе хăйăрлă, хăйăр йышши тата шурлахлă тăпрасем.
Атăлăн леш енчи пайĕнче вăрмансем 67% лаптăка йышăнаççĕ, сылтăм енче вара — 30%. Атăлăн леш енчи вăрмансенче ытларах хырсем ӳсеççĕ. Аталăн сылтăм енче вара юман, вĕрене, çăка, ăвăс йывăççисем ытларах тĕл пулаççĕ.
Халăх йышлăхĕ
1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара шута илмесен 59, 3 пинĕ çын пурăннă. Вĕсенчен 92% — чăвашсем. Вăтамран халăх çăралăхĕпе 1 тăвăткал çухрăм çине 43 çын пурăнать. Районта 5 хула йышши пурăнмалли вырăн ларать: 2 хула (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар), 3 хула йышши поселок (Шупашкар хулине кĕрекен Сосновкăпа Çĕнĕ Лапсар тата Кӳкеç).
Ял çыннисем 171 ялта пурăнаççĕ. Вĕсенче вăтамран 278 çын пурăнать.
Районти ял тăрăхĕсем
Района 17 ял тăрăхĕ кĕрет:
- Апаш ял тăрăхĕ - Апаш;
- Шемшер ял тăрăхĕ;
- Тутаркасси ял тăрăхĕ;
- Атайкасси ял тăрăхĕ;
- Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕ;
- Ишек ял тăрăхĕ - Ишек;
- Ишлей ял тăрăхĕ - Ишлей;
- Кӳкеç ял тăрăхĕ - Кӳкеç поççолкки;
- Кăшавăш ял тăрăхĕ;
- Лапсар ял тăрахĕ;
- Сарапаккасси ял тăрăхĕ;
- Çĕньял Покровски ял тăрăхĕ;
- Çĕньял ял тăрăхĕ;
- Çырмапуç ял тăрăхĕ;
- Чăрăшкасси ял тăрăхĕ;
- Шĕнерпуç ял тăрăхĕ;
- Янăш ял тăрăхĕ.
Хуçалăх
Пысăк промышленность тĕпĕсем патне çывăх пулнăран районта хула çумĕнчи ял хуçалăх вăйлă аталаннă. Районта çĕрулми, пахча-çимĕç, çырла, сĕт, çу, çăмарта туса илеççĕ. Районти çĕрсен ытларахăш пайне (76%) сухаланă.
Паллă çыннисем
- Айзман Николай Спиридонович — драматург, режиссер, актёр.
- Алагер Василий Осипович — прозаик, драматург, литература критикĕ, куçаруçă.
- Александров Юрий Александрович — хăмла селикционерĕ.
- Алексеев Борис Алексеевич — актёр.
- Ананьев Ананий Иванович — офтальмолог тухтăрĕ.
- Бичурин Никита Яковлевич — чаплă монголовед.
- Владимирова Апполинария Федотовна — спортсмен.
- Героньтев Александр Ефремович — флейтист, педагог.
- Егоров Кирилл Егорович — актёр
- Емельянов Виталий Емельянович — график.
- Захаров Емельян Захарович — критик, лингвист, педагог.
- Иванов Иван Геннадьевич, — актёр.
- Иванов Егор Иванович, — график, пир-авăр художникĕ.
- Иванов Константин Иванович, — режиссёр.
- Иванова Надежда Павловна, — спортсмен.
- Игнатьев Владимир Ефимович, — график.
- Илюхин Юрий Александрович, — музыковед.
- Калюк, — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
- Кудрявцев Илья Фёдорович, — палăксем тăвакан.
- Лебедев Герман Степанович, — кĕвĕ хывакан.
- Лебедев Валериан Степанович, — актёр.
- Матросов Юрий Петрович, — художник, дизайнер.
- Мешков Владимир Ильич, — график.
- Михайлова Светлана Никифоровна, — актриса.
- Мучи Иван Иванович, — литератор, актёр.
- Орлов Георгий Фёдорович, — сăвăçă, прозаик, куçаруçă.
- Павлов Анатолий Николаевич, — спортсмен.
- Поручиков Евстафий Иванович — журналист.
- Пăрттас — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
- Ресван, — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
- Сбоев Василий Афанасьевич, — этнограф, вырăс çыравçи.
- Свинцов Юрий Анатольевич, — балет артисчĕ.
- Семёнов Валерий Семёнович, — ӳнерçĕ.
- Семёнов Владимир Валентинович, — актёр.
- Сергеев Феофан Сергеевич, — архитектор.
- Силов Анатолий Александрович, — живописец, прикладник.
- Симакова Мария Васильевна, — тĕрĕ ӳнерçи.
- Соколова Асклиада Андреевна, — куçаруçă.
- Уйăп Михаил Данилович, — сăвăçă, прозаик, куçаруçă.
- Фёдоров Александр Фёдорович, — балет артисчĕ.
- Фёдоров Гаврил Фёдорович, — юрăçă.
- Фёдорова Любовь Владимировна, — актриса.
- Филлипов Пётр Филиппович, — виолончелист, педагог, дирижер.
- Шупуççынни Николай Васильевич, — сăвăçă, прозаик, куçаруçă, критик.
- Якуркка, — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
Çавăн пекех пăхăр
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |