Шупашкар районĕ
Шупашкар районĕ | ||
| ||
Патшалăх | РФ | |
---|---|---|
Статус | муниципаллă район | |
Кĕрет | Чăваш Ен | |
Администраци центрĕ | Кӳкеç паçулкă | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | |
Район администрацин пуçлăхĕ | Егоров Георгий Иванович | |
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Исаева Алевтина Михайловна | |
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | |
Пурăнан халăх (2013) |
62 487 (5,06 %, 1-мĕш вырăн) | |
Йышлăх | 53,01 çын/çм² | |
Наци йышĕ | чăвашсем - 92% | |
Конфесси йышĕ | христиансем | |
Лаптăк | 1178,84[3] çм² (7 %, 2-мĕш вырăн) | |
Вăхăт тăрăхĕ | ||
Телефон кочĕ | +7 83540 | |
Почтă индексĕсем | 429240 | |
Сайчĕ | ||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Шупашкар районне — Чăваш Республикин муниципаллă районĕ. 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă.
Тавралăхĕ
Çурçĕр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Тухăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ, кăнтăрта Çĕрпӳпе Красноармейски районĕсем, анăç енче Муркаш районĕ юнашар вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ 1331,7 тăваткал çухрăмпа танлашать. Ку вăл республикăнри мĕнпур лаптăкран 7% ытла. Район администрацийĕ Шупашкартан 14 çухрăмра ларакан Кӳкеç хула евĕр паçулкăра вырнаçнă. Атăл района икĕ пая пайлать: çурçĕр тата кăнтăр енчине.
Çутçанталăк
Шупашкар районĕ Чăваш платойĕ çинче выртать. Районта сăвек сăртсем нумай тĕл пулаççĕ, çĕр питне чылай çĕртре çырмасем çурса пĕтернĕ. Çырмасен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Çĕр айăнчи пурлăхсем шутне торф (районта ăна 20 ытла вырăнта кăлараççĕ), керамзитпа кирпĕч тума юрăхлă тăм (Чантăр, Çĕнĕ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паçпак тата ытти вырăнсем), штукатурка, пӳрт хăпартма, силикат кирпĕчĕ тума юрăхлă хăйăр (Чантăр, Сархурăн) кĕреççĕ.
Шупашкар районĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлĕсем сивĕ те вăрăм, çăвĕсем ăшă, хăш чух шăрăх та пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура -13°С танлашать, — утă уйăхĕнчи — 19°С. Районта юр-çумăр çителĕклĕ çăвать. Çулталăк хушшинче пурĕ 500 мм ытла нӳрĕк (ытларах енĕпе утă уйăхĕнче) ӳкет.
Районти чи пысăк юханшыв — Атăл. Çавăн пекех районта Ункă, Йăршу, Кĕнер юханшывĕсем юхаççĕ. Район тăприсене пахса тухас пулсан вĕсем ытларах кĕлленчĕклĕ, Атăл леш енче вара — ытларах енĕпе хăйăрлă, хăйăр йышши тата шурлахлă тăпрасем.
Атăлăн леш енчи пайĕнче вăрмансем 67% лаптăка йышăнаççĕ, сылтăм енче вара — 30%. Атăлăн леш енчи вăрмансенче ытларах хырсем ӳсеççĕ. Аталăн сылтăм енче вара юман, вĕрене, çăка, ăвăс йывăçĕсем ытларах тĕл пулаççĕ.
Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара шута илмесен 59,3 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 92% — чăвашсем. Пурăнан халăхăн вăтам йышлăхĕ 43 çын/çм. Районта 2 хулапа (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар) 3 хула евĕр паçулкă (Шупашкар хулине кĕрекен Сосновкăпа Çĕнĕ Лапсар тата Кӳкеç).
Ял çыннисем 171 ялта пурăнаççĕ. Вĕсенче вăтамран 278 çын пурăнать.
Районти ял тăрăхĕсем
Района 17 ял тăрăхĕ кĕрет:
- Апаш ял тăрăхĕ - Апаш;
- Шемшер ял тăрăхĕ;
- Тутаркасси ял тăрăхĕ;
- Атайкасси ял тăрăхĕ;
- Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕ;
- Ишек ял тăрăхĕ - Ишек;
- Ишлей ял тăрăхĕ - Ишлей;
- Кӳкеç ял тăрăхĕ - Кӳкеç поççолкки;
- Кăшавăш ял тăрăхĕ;
- Лапсар ял тăрахĕ;
- Сарапаккасси ял тăрăхĕ;
- Çĕньял Покровски ял тăрăхĕ;
- Çĕньял ял тăрăхĕ;
- Çырмапуç ял тăрăхĕ;
- Чăрăшкасси ял тăрăхĕ;
- Шĕнерпуç ял тăрăхĕ;
- Янăш ял тăрăхĕ.
Хуçалăх
Пысăк промăçлăх центрĕсене çывăх пулнăран районта ял хуçалăх вăйлă аталаннă. Районта çĕрулми, пахча-çимĕç, çырла, сĕт-çу, çăмарта тупăшласа илеççĕ. Районти çĕрсен ытларахăшне (76%) сухаланă.
Паллă çынсем
- Айзман Николай Спиридонович — драматург, режиссер, актёр.
- Алагер Василий Осипович — прозăç, драматург, литература тишкерӳçи, тăлмач.
- Александров Юрий Александрович — хăмла селикционерĕ.
- Алексеев Борис Алексеевич — актёр.
- Ананьев Ананий Иванович — офтальмолог-тухтăр.
- Бичурин Никита Яковлевич — чаплă монголовед.
- Владимирова Апполинария Федотовна — спортсмен.
- Героньтев Александр Ефремович — флейтист, педагог.
- Егоров Кирилл Егорович — актёр
- Емельянов Виталий Емельянович — график.
- Захаров Емельян Захарович — критик, лингвист, педагог.
- Иванов Иван Геннадьевич, — актёр.
- Иванов Егор Иванович, — график, пир-авăр ӳкерçи.
- Иванов Константин Иванович, — режиссёр.
- Иванова Надежда Павловна, — спортсмен.
- Игнатьев Владимир Ефимович, — график.
- Илюхин Юрий Александрович, — мусăк тишкерӳçи.
- Калюк, — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
- Кудрявцев Илья Фёдорович, — кӳлепӳçĕ.
- Лебедев Герман Степанович, — композитор.
- Лебедев Валериан Степанович, — актёр.
- Матросов Юрий Петрович, — ӳкерçĕ, дизайнер.
- Мешков Владимир Ильич, — график.
- Михайлова Светлана Никифоровна, — актриса.
- Мучи Иван Иванович, — литератор, актёр.
- Орлов Георгий Фёдорович, — сăвăçă, прозăç, тăлмач.
- Павлов Анатолий Николаевич, — спортсмен.
- Поручиков Евстафий Иванович — журналист.
- Пăрттас — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
- Ресван, — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
- Сбоев Василий Афанасьевич, — этнограф, вырăс çыравçи.
- Свинцов Юрий Анатольевич, — балет артисчĕ.
- Семёнов Валерий Семёнович, — ӳнерçĕ.
- Семёнов Владимир Валентинович, — актёр.
- Сергеев Феофан Сергеевич, — архитектор.
- Силов Анатолий Александрович, — ӳкерçĕ.
- Симакова Мария Васильевна, — тĕрĕ ӳкерçи.
- Соколова Асклиада Андреевна, — куçаруçă.
- Уйăп Михаил Данилович, — сăвăçă, прозăç, тăлмач.
- Фёдоров Александр Фёдорович, — балет артисчĕ.
- Фёдоров Гаврил Фёдорович, — юрăç.
- Фёдорова Любовь Владимировна, — актриса.
- Филлипов Пётр Филиппович, — виолончелист, педагог, дирижер.
- Шупуççынни Николай Васильевич, — сăвăçă, прозăç, тăлмач, тишкерӳçĕ.
- Якуркка, — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
Çав. пекех
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Шупашкар районĕн ял тăрăхĕсем |
|
---|---|
Апаш • Атайкасси • Вăрман Çĕктер • Ишек • Ишлей • Кăшавăш • Кӳкеç • Лапсар • Сарапакасси • Çĕньял Покровски • Çĕньял • Çырмапуç • Тутаркасси • Чăрăшкасси • Шемшер • Шĕнерпуç • Янăш |
Шупашкар районĕ темăсенче | ||
---|---|---|
Администраци • Администраци пуçлăхĕ • Район пуçлăхĕ - Пуху ертӳçи • Герб • Ялав • Гимн • Муниципаллă тытăмлăх • Тавралăх • Пурăнан халăх • Истори • Экономика • Культура • Спорт • Çутĕç • Паллă çынсем • Паллă вырăнсем • Çутçанталăк
|
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |