Контент патне куҫ

Шупашкар районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкар районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрĕ Кӳкеç паçулкă
Йĕркеленĕ вăхăт 1927, авăн, 5
Район администрацин пуçлăхĕ Егоров Георгий Иванович
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ Исаева Алевтина Михайловна
Официаллă чĕлхе чăваш, вырăс
Пурăнан халăх (2013)
62 487 (5,06 %, 1-мĕш вырăн)
Йышлăх 53,01 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем - 92%
Конфесси йышĕ христиансем
Лаптăк 1178,84[3] çм² (7 %, 2-мĕш вырăн)
Шупашкар районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83540
Почтă индексĕсем 429240
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шупашкар районĕ

Шупашкар районнеЧăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă.

Тавралăхĕ

Çурçĕр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Тухăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ, кăнтăрта Çĕрпӳпе Красноармейски районĕсем, анăç енче Муркаш районĕ юнашар вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ 1331,7 тăваткал çухрăмпа танлашать. Ку вăл республикăнри мĕнпур лаптăкран 7% ытла. Район администрацийĕ Шупашкартан 14 çухрăмра ларакан Кӳкеç хула евĕр паçулкăра вырнаçнă. Атăл района икĕ пая пайлать: çурçĕр тата кăнтăр енчине.

Çутçанталăк

Ункă юханшыв тавралăхĕ

Шупашкар районĕ Чăваш платойĕ çинче выртать. Районта сăвек сăртсем нумай тĕл пулаççĕ, çĕр питне чылай çĕртре çырмасем çурса пĕтернĕ. Çырмасен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Çĕр айăнчи пурлăхсем шутне торф (районта ăна 20 ытла вырăнта кăлараççĕ), керамзитпа кирпĕч тума юрăхлă тăм (Чантăр, Çĕнĕ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паçпак тата ытти вырăнсем), штукатурка, пӳрт хăпартма, силикат кирпĕчĕ тума юрăхлă хăйăр (Чантăр, Сархурăн) кĕреççĕ.

Шупашкар районĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлĕсем сивĕ те вăрăм, çăвĕсем ăшă, хăш чух шăрăх та пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура -13°С танлашать, — утă уйăхĕнчи — 19°С. Районта юр-çумăр çителĕклĕ çăвать. Çулталăк хушшинче пурĕ 500 мм ытла нӳрĕк (ытларах енĕпе утă уйăхĕнче) ӳкет.

Районти чи пысăк юханшывАтăл. Çавăн пекех районта Ункă, Йăршу, Кĕнер юханшывĕсем юхаççĕ. Район тăприсене пахса тухас пулсан вĕсем ытларах кĕлленчĕклĕ, Атăл леш енче вара — ытларах енĕпе хăйăрлă, хăйăр йышши тата шурлахлă тăпрасем.

Атăлăн леш енчи пайĕнче вăрмансем 67% лаптăка йышăнаççĕ, сылтăм енче вара — 30%. Атăлăн леш енчи вăрмансенче ытларах хырсем ӳсеççĕ. Аталăн сылтăм енче вара юман, вĕрене, çăка, ăвăс йывăçĕсем ытларах тĕл пулаççĕ.

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара шута илмесен 59,3 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 92% — чăвашсем. Пурăнан халăхăн вăтам йышлăхĕ 43 çын/çм. Районта 2 хулапа (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар) 3 хула евĕр паçулкă (Шупашкар хулине кĕрекен Сосновкăпа Çĕнĕ Лапсар тата Кӳкеç).

Ял çыннисем 171 ялта пурăнаççĕ. Вĕсенче вăтамран 278 çын пурăнать.

Районти ял тăрăхĕсем

Района 17 ял тăрăхĕ кĕрет:

Хуçалăх

Пысăк промăçлăх центрĕсене çывăх пулнăран районта ял хуçалăх вăйлă аталаннă. Районта çĕрулми, пахча-çимĕç, çырла, сĕт-çу, çăмарта тупăшласа илеççĕ. Районти çĕрсен ытларахăшне (76%) сухаланă.

Паллă çынсем

Çав. пекех

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем