Контент патне куҫ

Анаткас Тăрăн

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пичетлемелли версипе урӑх усӑ курмастпӑр, унта йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Браузерӑн суйласа илнисене ҫӗнетӗр та ҫакӑн вырӑнне браузерӑн ахаль пичет функцийӗпе усӑ курӑр.
Анаткас Тăрăн
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шупашкар
Ял тăрăхĕ Чăрăшкасси
Пĕрремĕш асăну 1795
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83240
Почтă индексĕ 429522
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 244 860 010

Анаткас Тăрăн, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял (2023 ҫулхи административлӑ реформа хыҫҫӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче шутланать). Шупашкартан 40 ҫухрӑмра, Кӳкеҫрен 48 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Ялта икӗ урам: Октябрь тата Совхоз урамӗсем.

Ял ячӗ

Ял Тӑрӑн ят тӗмми йышне кӗрет.

Тăхăр Тăрăн тăчĕç, Ункă çине анчĕç, Маркасемпе майлă Урхан çĕрне касрĕç.

— ҫапла палӑртнӑ ку ялсене Николай Шупуҫҫынни хӑйӗн «Еркӗн» поэминче[1].

1923 ҫулта ял хут ҫинче ҫавӑн пекех Охоккасси Тӑрӑн ятпа ҫырни тӗл пулать[2]. Ку ятра Охок турханӑн ячӗ упранса юлнӑ.

«Тӑрӑн» — Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи кнеҫ ячӗ.

Тавралӑх

Ял Шупашкар муниципаллӑ округӗн кӑнтӑр енче, Кӑшканар юханшыв хӗрринче вырнаҫнӑ.

Октябрьпе Совхоз урамӗсем хушшинчи ҫырмана Тӑрӑнай теҫҫӗ.

Кун-çулĕ

Администраци тӗлӗшпе пӑхӑнни

1921 ҫулччен Етӗрне уесӗн Ҫӗньял вулӑсне пӑхӑнса тӑнӑ. 1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесне куҫарнӑ.

Районсене йӗркеленӗ хыҫҫӑн Шупашкар районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ишлей районнне туса хурса ку ял унта кӗнӗ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗпе 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен Красноармейски районӗнче шутланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Шупашкар районне пӑхӑнса тӑнӑ. 2023 ҫулти администраци реформи хыҫҫӑн районти ытти пӗтӗм ял пекех Шупашкар муниципаллӑ округне пӑхӑнма пуҫланӑ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче районсемпе ял канашӗсене йӗркеленӗренпех Тӑрӑн ял канашне пӑхӑннӑ. Каярах унӑн ячӗ улшӑнса тӑнӑ кӑна: 1991 ҫулхи раштав уйӑхӗпе 2006 ҫулччен Тӑрӑн ял администрацийӗ ятлӑ пулнӑ. 2006 ҫулта Тӑрӑн ял администрацийӗпе Чӑрӑшкасси ял администрацине пӗрлештерсе Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне йӗркеленӗ. 2023 ҫулта Шупашкар муниципаллӑ округӗн Чӑрӑшкасси территори пайӗ пулса тӑнӑ.

Ял историйӗ

XVIII ӗмӗрте Тӑрӑн ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ ҫынсем никӗсленӗ. 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ, тырпул ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, чӑпла ҫапнӑ, ытти ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ялти 24 ҫын пуҫ хунӑ.

Халӑх йышӗ

Ҫул Кил Арҫын Хӗрарӑм Пурӗ
1795 51
1859 59 164 169 333
1897 386
1926 98 216 223 439
1939 217 237 454
1979 98 128 226
2002 54 44 74 118
2010 56 58 114

Паллӑ ҫыннисем

Культура

Анаткас Тӑрӑнта ял вулавӑшӗ пур.

Вӗренӳ

Экономика

1931 ҫулта ялта «МОПР» колхоз йӗркеленнӗ. Малтанхи председателӗсен шутӗнче Фадей Сафроновпа Семен Боярский пулнӑ. 1960 ҫулта «Путь Ильича» калӑпӑшлӑрах колхоза пӗрлешнӗ. Каярахпа вӑл «Ишлейский» откормсовхоз (1968) пулса тӑнӑ, ун хыҫҫӑн «Туруновский» ЯХПК.

Вуламалли

Асӑрхавсем

  1. ^ https://chuvash.org/lib/haylav/7882.29.html
  2. ^ Населенные пункты Чувашской АССР : 1917 - 1981 годы : справ. об адм.-террит. делении / В. А. Нестеров ; Науч.-исслед. ин-т яз., лит., истории и экономики при Совмине Чуваш. АССР. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1981. - 351 с.

Каçăсем