П. эрч. 175
Курӑнакан калӑплав
Пулнисем
- 175 (Т. Ливий. История… — М., 1989 — 93. — Т. 3. — C. 411—413) — Консулсем: Публий Муций Сцевола (плебей) тата Марк Эмилий Лепид (2-мĕш хутчен) (патриций).
- 175 — Персей долопсене хирĕç вăрçăпа тухнă та пăхăнтарнă. Кайран Дельфăна, эллинсемпе туслашма кайнă. Ăна ыррăн кĕтсе илнĕ, итленĕ, ахейсемпе афинсем кăна килĕшмен.
- 175 — Селевк IV Филопатор хăйĕн пиччĕшне Антиоха, римлянсем патĕнче ларнăскерне, унăн вырăнне Деметрий ывăлне парса, хăтарнă. Антиох Афина патĕнче чухнех, Селевка Гелиодор килĕнчи çын вĕлернĕ.
- 175—163 — Селевкидсен патши Антиох IV Эпифан («Мухтавпа килнĕскер») (215 — 163). Антиох III ывăлĕ. Храмсене тата çуртсене (Мегалополь, Тегея, Кизик, Афина, Делос, Антиохия) хастар тунă. Тухăçри облаçсене эллинизацилесшĕн пулнă. Эрменсем перссене çĕнтернĕ.
- 175 — Влаçа ярса илесшĕн пулнă Гелиодора Перхам патши Эвмен тата Аттал хăваласа янă. Астула вĕсем Антиоха лартнă. Çак пăтранчăк тапхăрта Сирире Птолемей VI Палестинăпа Финики, çинелле пăхать. Çав çĕршывсене унчен Селевкидсен патши Антиох III ярса илнĕ пулнă. Антиох IV Сирийĕ те, Птолемей VI Икĕпачĕ те, Рима хăйсем майлă тăвасшăн хăтланнă, анчах та рим Сеначĕ нихăшĕн енне те тăман.
- 175 - Антиох IV Тимарха Мидире тата Персире енçи пулма, Пархирен, вĕсен çĕнĕ Фраат I патширен хăпаракан хăрпушлăха хирĕç тăмашкăн лартнă, çав хушăрах Тимарх шăллĕ, Гераклид Гелиодора (Селевк IV вĕлернĕскерне айăпласа вĕлернĕ хыççăн) хыснаçи пулса тăнă.
- 175 — Иудей пĕрремĕш сăваплăх çынне III Ониаса вырăнран хăтарнă.
- 175 тĕлн. — Эвкратид Бактрире пăлхав çĕклесе, хайне патшана лартать. Деметрий валли Ĕнчĕри çĕрсем кăна юлнă.
Çуралнă
Вилнĕ
- Гелиодор, Селевк IV, Греци-Сири патшин хыснаçи .
- Селевк IV Филопатор — Селевкидсен патши.
Вуламалли
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |