Анненерпе
Аненерпе (ним. Ahnenerbe — «ламтайсен кăнарĕ», пĕтĕмлĕ палăртăвĕ — «Авалхи герман йăхĕсен тата ламтайсен кăнарне шыраса тĕпчекен нимĕç пĕрлĕхĕ») — Виççĕмĕш райх тапхăрĕнче герман рассин кăнарне, историне, йăлисене тĕпчекен институт. Пĕрремĕш директăрĕ — Герман Вирт, унăн çумĕ пулма Фридрих Хильшера çирĕплетнĕ.
Пĕрлĕхе йĕркелени. Малтанхи тĕллевĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1935 çулхи утă, 1 Генрих Гиммлер йĕркелесе хунă, вăлах пĕрлĕхĕн президенчĕ тата пурмайлă тивĕçлĕ элчи пулса тăнă. Тепĕр шутпа, Аненерпене Фредерик Хильшер 1933 çулта никĕсленĕ. [1] 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.. Виççĕмĕш йĕрĕпе, Ананерпе Герман Вирт хатĕрленĕ мюнхенри куравĕнчен пулса тухать. [2]
Гиммлер 1937 çулта Вирта ĕç вырăнĕнчен хăтарать, «Аненерпене» СС ĕретне кĕртет, пĕрлĕхе концентраци лагерĕсене тытса тăма ĕç хушать.
Çак ĕç пулăмĕ Виртăн ăслăлăхĕн шайне тиркени, пĕр енчен тата арисем атлантсенчен пулса кайни ĕмет-шухăша фюрер куçĕнче пăрахăçлани — тепĕр енчен — пулнă. СС Райхсфюрерĕ СС Гиммлер çак ансат килнĕ самантра «Мăн асаттесен кăнарне» СС тытăмне ярса илет, çак пĕрлĕхре унăн сĕмĕ ӳсет. «Аненерпе» штаб-хваттерĕ Вевельсбург карманĕнче ĕçленĕ. Йĕркелĕлĕхĕн тĕп секретарĕ — Вольфрам Зиверс. Университет пĕлӳллĕ Зиверс ăслăхçăсене СС рейхсфюрера çыхăнтаракан сыпăк пулса тăнă. Медицина программисене Август Хирт ертсе пынă.
1941 çулта пĕрлĕхе СС райхсфӳрерĕн пайăр штабне кĕртнĕ, хăйĕн пĕтĕм ĕç-пуçне вăл тĕппипех вăрçă валли туса пынă. Чылай проекта чарса лартнă, анчах та Вăрçă тĕпчевĕсен институчĕ, ертӳçи — Зиверс — уçăлать. Каярах институтăн ĕç-хĕлне тĕплĕнех Нӳрнберг процесĕнче тишкернĕ: тĕнчери трибунал «Наследие предков» йĕркелĕве киревсĕр тесе йышăннă, унăн ертӳçне айăпласа çакса вĕлернĕ.
Пĕрлĕхĕн ăслăлăх уйрăмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уйрăм фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пангерманлăх — XIX—XX ĕмĕрсенче Еврăпари нимĕç чĕлхиллĕ халăха пĕрлештерес тĕллевлĕ политика юхăмĕ.
- Фёлькише бевегунг — XIX—XX ĕмĕрсенчи ариософи философии юхăмĕн шухăшĕсен никĕсĕпе тата аталанма тытăннă традиционализм элеменчĕсен политика идеологийĕ. Пангерманлăх, реакци романтизмĕн тата социал-дарвинизм шухăш-кăмăлне халăх хушшинче сарнă.
- 1936 çулта Карл Мария Вилигут Гюнтер Кирхоффпа пĕрле Аненербе институчĕн тĕлĕпе Чёрном лесу близ Баден-Баден çывăхĕнчи Хура вăрманĕнчи Мург сăртне чавма тытăнать, унта, унăн шухăшĕпе ирминистсен (авалхи герман тĕнне упракансем) авалхи пурăнан вырăнĕ пулнă.
- Фольксдойче (ним. Volksdeutsche, «этнос нимĕçĕсем») — Германи çĕрĕн тулашĕнче («райхсдойче» ним. Reichsdeutsche — «райх нимĕçĕсем» тепĕр енчен) пурăннă нимĕç тăван чĕлхиллĕ çынсем. Пĕлтерĕш Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен пулса тухать, ун чухне, патшалăх чиккисем улшăннă май, чылай нимĕç çынни тăван патшалăх тулашĕнче пулса юлаççĕ, çак сăмахпа XX ĕмĕрĕн 1940—1960-мĕш çулĕсенченех усă кураççĕ.
- 1936 çулта Генрих Гиммлер Отто Ран археолога Аненербене кĕме ӳкĕтлет, Таса Грааля шыраса тупас проекта ним чармасăрах укçапа тивĕçтерме шантарать. Çитеç çулта Отто Ран, гомосексуализм енне туртăннăшăн айăпланă хыççăн хăй çине алă хурать. Аненербе пĕрлешĕвĕ Отто Ранăн Таса Грааль катарсем патĕнче пурин версине йышăнса автор вилĕмĕ хыççăн Монсегюр тăвĕ патĕнче шырама тытăнать.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ганс-Ульрих фон Кранц, Аненербе. «Наследие предков»(ĕçлемен каçă)
"Вектор", СПб, 2006
- Телицын В. Л., Проект «Аненербе». Наследие предков и Третий рейх, "АСТ", 2001.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Асаттесен кăнарĕ" ушкăнĕн палли
- Аненербе Жак Бержье, Луи Повель.Утро магов, День, 1991.
- http://zhurnal.lib.ru/s/stakewich_m_j/pravitelmira.shtml 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Г. Козлов. Аненерпе юмахĕсем 2007 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Марк Уолкер. «Национал-социалисăм тапхăрĕнчи ăслăлăх»
- Вевельсбург http://wolfschanze.vif2.ru/ideol/wewel.htm 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- http://www.fact400.ru/mif/reich/00006.htm 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- http://tonos.ru/articles/ahnenerbe
- Аненерпе http://www.novosti.oneway4you.com/2007/03/22/nordicheskie-skazki-anenerbe.html 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- http://www.netmistik.ru/occultism2/okvo69.htm 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- [3] 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ahnenerbe-SS 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уолкер М. «Наука при национал-социализме». // Скепсис (Пер. с англ. И. А. Белозеровой, под ред. Э. И. Колчинского)