Кĕçĕн Тăван (Элĕк районĕ)
Курӑнакан калӑплав
Кĕçĕн Тăван
|
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кĕçĕн Тăван пăхăр.
Кĕçĕн Тăван, — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял. Тавăт ял тăрăхне кĕрет.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта 735 (2006) çын пурăнать. Ялĕнче 10 урам: Томкă, Октябрь, Свердлов, Çамрăксен, Первомай, Шарыпкă, Хирлеп, Уй урамĕсем, Юханшыв тата Хирлеп пăралукĕсем.
Кĕçĕн Тăван пысăк ялĕ Томкă, Хирлеп, Шарыпкă пĕчĕк ялсенчен пуçтарăнса тăрать.
Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче ялта Хĕреçтӳ ярмăркине иртереççĕ.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
1892 çулта Кĕçĕн Тăван ялĕнче шкул уçнă. 2008 çулта шкула хупнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексеев Вячеслав Кириллович — техника ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Афанасьева Екатерина Романовна — филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ.
- Деведеров Аркадий Владимирович — Элĕк районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
- Дмитровский Александр Сергеевич — ЧР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
- Кондратьев Карл Кондратьевич (1918 ç — авăнăн 4-мĕшĕ, 1944 ç.) — бельги партизанĕ.
- Мартьянов Геннадий Афанасьевич — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
- Майская Людмила Александровна — филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ
- Иванов Арнольд Иванович - хими ăслăлăхĕн кандидачĕ.
- Иванова Надежда Ивановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Измайлов Иван Евдокимович — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
- Николаев Александр Михайлович - техника ăслăлăхĕн кандидачĕ.
- Николаев Михаил Николаевич — Элĕк районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
- Петров Василий Петрович - техника ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Савельев Парамон Савельевич - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Сидоров Илья Сидорович — Чăваш Ен тава тивĕçлĕ вăрманçи.
- Федоров Аркадий Федорович - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕ.
- Яжиков Ксенофонт Иванович — Чăваш Енĕн ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.А. Ефимов, "Аликовскому району -75", Шупашкар, 2002.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кĕçĕн Тăван сăнĕсем 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кӗҫӗн Тӑванта Хураҫтӳ уявӗ иртнӗ
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тавăт ял тăрăхĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Тавăт ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Илленушкăнь | Кĕçĕн Тăван | Торăпкасси | Павлушкăнь | Хитекушкăнь | Хирлеппуç Мĕлĕш | Хуравар | Шураç | |