Самегрело - Земо Сванети
Самегрело — Земо Сване́ти (груз. სამეგრელო-ზემო სვანეთი), (Мегрели-Тури Сванети) — Анăç Грузи облаçĕ; регион шутне тухăç хура тинĕс çыранĕпе Кавкасиони хырçин кăнтăр енĕ, çаплах Ингури, Риони, Цхенисцкали тата Кодорин тури юхăмĕн çĕрĕсем кĕреççĕ.
Регионăн административлă тĕпĕ — Зугдиди.
Административлă пайĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Региона çак административлă территорисем кĕреççĕ: Апаш, Зугдиди, Мартвили, Мести, Сенаки, Чхороцку, Цаленджихи (Джвари посёлокĕ) тата Хоби районĕсем, çаплах Поти хули.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Самегрело-Земо Сванети регионĕ Грузин вар тата çурçĕр-анăç пайĕсенче вырнаçнă. Регион территорийĕ çĕршывăн 10,6 % лаптăкне йышăнать, вăл 7,4 пин тв.çм пулать, калăпăшĕпе Грузире иккĕмĕш вырăнта. Вăрман пурлăхĕсен лпатăкĕ — 3,01 пин тв.çм, вăл çĕршывăн 40,7 % шутланать. Анăç енчен регион Абхазипе чикĕленет, Хура тинĕсе тухать, çурçĕртен шывлăха уйăракан хырçăпа хӳтĕленет, çурçĕр-тухăçпа тухăçра Рачой-Лечхуми-Анат Сванети çĕрĕпе, кăнтăр-тухăçран Имерети тата кăнтăртан Гури çĕрĕпе кӳршĕ пулать. Тури Сванети Грузин гипсометриллĕ «маччи» шутланать. Территорин 96 % тинĕс шайĕнчен 1000 м çӳллĕшĕрех, 65,8 % территорийĕ —2000 метр çӳллĕрех вырнаçнă. Вăтам климат, çутçанталăк капăрлăхĕ тата хӳтĕлӳвлĕ фауна çуллахи тата хĕллехи çулçӳревлĕхе аталантарма май парать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пирĕн эрăччен IV-III ĕмĕрсенче колхида патшалăхĕ ерипен хавшакланать, пирĕн эрăччен II-I ĕмĕрсенче унăн çĕрĕсене Понти патши Евпатор 6-мĕш Митродачĕ çенсе илет, çĕрсем рим империн айне лекет.
Мал емĕрсенченех юнашар икĕ кӳрши — Колхети тата Сванети — пирĕн эрăччен IV-III ĕмĕрсенчи Колхида патшалăхăн пайĕ пулнă, ун хăватлăхĕпе мăнаçлăхĕ çинчен авалхи грексем аргонавтсен харçине хайланă чух çырнă. Вăтам ĕмĕрсенче Сванети Колхидăн пайĕ пулнă, каярахпа вăл Эгрис патшалăхне кĕнĕ. XI-XV ĕмĕрсенче Сванети Грузи феодал патшалăхĕ шутне кĕрет,
1-мĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче колх халăхĕсем пĕрлешни патшалăх шайне тухать те VII ĕмĕрте Урарту çăлкуç хучĕсенче, ăна колхсен патшалăхĕ тенĕ, VIII ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче вăл пур авал тĕнчере паллă пулать. Геродот Колхида патшалăхне тухăçри паллă Миди тата Иран монархисемпе пĕр тан лартса хисеплет. Çак çулсенче, авалхи грек сăвăçисем ĕçĕсемпе паллашсан, патшалăха Аэт ăрăвĕн патша (кăссайлă Аэт колхсен патшин несĕлĕ) тытса тăнă.
Мегрели тата сван çĕрĕсем тĕрлĕ тапхăрсенче грузин патшалăх никĕсне хунă ĕçлĕхре паллă вырăн йышăнаççĕ, çакна чылай хут çăлкуçĕсем çирĕплетеççĕ, тата паянкуна упранса юлнă авалхи этеплĕхпе архитектура тĕслĕхĕсем кăтартаççĕ.
Тĕн ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анăç Гризири пĕрремĕш христос тĕнне вĕрентекенсем Андрей Первозванный тата Симон Кананит апостолсем пулнă. Никей чиркĕвĕн тĕнче пĕрремĕш пухăвне (325 ç.) трабзон епископĕ Домнус тата питиунт (пицунда) епископĕ Стратофил хутшăннă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Самегрело — Земо Сванети администраци сайчĕ. 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.