Хĕвеланăç славян чĕлхисем
Курӑнакан калӑплав
Хĕвеланăç славян чĕлхисем — славян чĕлхисен пĕр пайĕ.
Пайланăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анăç славян чĕлхисен шутне çаксем кĕреççĕ:
- Лехит
- Полаб чĕлхи (†)
- Поляк чĕлхи
- Помор чĕлхисем
- Лужичан чĕлхи (е Сорб чĕлхисем)
- Анат сорб чĕлхи (е анат лужичан чĕлхи)
- Тури сорб чĕлхи (е тури лужичан чĕлхи)
- Чехпа словак чĕлхисем
Чи анлă сарăлнă чĕлхесем шутне поляк (35 млн), чех (9,5 млн) тата словак (4,5 млн) чĕлхисем кĕреççĕ.
Кашубсен йышĕ нумай мар, вĕсем Польшăра пурăнаççĕ. Полаб чĕлхи çухалнă, анчах та хальхи вăхăтра ăна латинпа нимĕç хучĕсенче, тата чĕрĕ калаçăва çырса илне хутсенче çырса хăварнă сăмахсене усă курса чĕртес шухăшсем пур. Лужичан чĕлхи Германире пĕчĕк пайсемпе çеç упранса юлнă. Вĕсен йышĕ 150 пин патнелле кăна пулин те шкулсем пур, Берлин университетĕнче славян ушкăнĕ йĕркеленĕ.