Якубовский Иван Игнатьевич
Иван Игнатьевич Якубовский | ||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | кăрлач, 7, 1912 çул | |||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Могилёв кĕперни, Раççей империйĕ | |||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | чӳк, 30, 1976 çул | |||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав, СССР | |||||||||||||||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||||||||||||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1932—1976 | |||||||||||||||||||||||||||||
Хисеп | Совет Союзĕн Маршалĕ (1967) | |||||||||||||||||||||||||||||
Командăланă | 91-мĕш уйрăм танк бригади, ГСÇУ, Киев вăрçă тăрăхĕ, Варшава Килĕшĕвĕ патшалăхĕсен Пĕрлештернĕ хĕçпăшаллă вăйĕсем. | |||||||||||||||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | РККА поляк харçи (1939), Совет-фин вăрçи, Тăван Çĕршывăн Аслă варçинче: Мускава хӳтĕлени , Сталинград çапăçăвĕ, Курск çапăçăвĕ, Львов-Сандомир операцийĕ, Берлин операцийĕ | |||||||||||||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
ютçĕр чыславĕсем: |
Ива́н Игна́тьевич Якубо́вский (кăрлач, 7 1912 (кивĕ стильпе раштавăн 25-мĕшĕ, 1911), Зайцево ялĕ, Горецки районĕ Могилёв облаçĕ Белоруси — чӳк, 30 1976, Мускав) — совет çарпуçĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр ĕçтешĕн çемьинче улттăмĕш ача пулнă. Беларус. Ялта тара кĕрсе ĕçленĕ, шкулта пĕлӳ илнĕ. 1930 çултанпа — Макарьево ялканашĕн кăк ячейкин секретарĕ, каярахпа кирпĕч савутĕнче вăй хунă. Оршăри педагогика техникумĕн 2 курсĕнче 1932 çулта вĕренсе тухнă.
Вăрçă умĕнхи тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1932 çулта Хĕрлĕ Çара мобилизациленĕ. Минскра Беларуссин Пĕрлештернĕ М. И. Калинин ячĕллĕ вăрçă шкулĕнче 1934 çулта пĕлӳ пухса тухнă, 27-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă Омск стрелок дивизине (Витебск), вĕренӳ взвочĕн командирĕ пулма янă.
1935 çулта Ленинградри А. С. Бубнов ячĕллĕ комсостастав ăсталăхне ӳстерев бронетанк курсĕсенче вĕреннĕ. Беларуç вăрçă тăрăхĕнче хĕсметре тăнă — танк взвочĕн командирĕ, танк ротин командирĕ, танк батальонĕн штаб пуçлăхĕ, Пуховичи пехота училищинче вĕрентнĕ, вĕренӳ танк батальонĕн командирĕ. 1939 çулхи авăн уйăхĕнче Беларуç фрончĕн ĔÇХÇ поляк харçинче, 1939—1940 çулсенче совет-финн вăрçинче танк ротине ертсе пынă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине майор Якубовский пĕрремĕш кунсенех анăç чикĕре танк батальонĕн командирĕ вырăнĕнче пуçланă. Беларуçри йывăр çапăçусенче патăррăн тăван çĕр-шыва хӳтĕленĕ. Минскран юлашки хӳтĕлевçĕсемпе пĕрле тухса кайнă. 1941 çулхи утă уйăхĕнче — Анăç фронтĕнче танк полкĕн командирĕ. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче — 91-мĕш танк бригади командирĕн çумĕ, Барвенково-Лозовская тапăнав операцине хутшăннă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче — 91-мĕш танк бригадин командирĕ, 1942 çулхи çулла Донбаса хӳтĕленĕ чухне палăрнă, Кăнтăр, Кăнтăр-Анăç, Сталинград тата Дон фрончĕсен йышĕнче Сталинград патĕнчи хӳтĕленевпе тапăнав тапхăрĕсене хутшăннă. Полковник (30.11.1942).
1943 çулхи çуркунне бригадăна Вăта фронта куçарнă та 3-мĕш гварди танк çарне кĕртнĕ, унтах вăрçă вĕçленичченех çапăçнă. Вăл ертсе пынă бригада Воронеж, Брянск, Вăта, 1-мĕш Украина фрончĕсенче, Курск çапăçавĕнче (Орёл тĕлнелле), Тăнăваршăн çапăçура, Кевйӳне тата Фастова хăтарас çĕрте паттăррăн çапăçнă. Фастовшăн çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн — унта бригада пĕр кун хушшинче кăна тăшманăн 30 танкне пĕтернĕ — И. И. Якубовский полковника 1944 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕ ячĕпе тивĕçтернĕ[1]. 1944 çулхи çуркунне Якубовский полковник ертсе пынă танк бригади Проскурово-Черновицый тапăнав операцинче ăнăçлă вăрçнă.
1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче Якубовский — 3-мĕш гварди танк çарĕн 6-мĕш гварди танк корпус командирĕн çумĕ. Львов-Сандомир операцине хутшăннă, Сандомир плацдармне хӳтĕлесе анлăлатнă, 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче Висла-Одер операцине хутшăннă. Çак операцисенче корпусăн малти тĕкĕрчĕсене ертсе пынă. Львов-Сандомир операцинчи паттăр ĕçĕсемшĕн Якубовский полковника 1944 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнчи хутайĕпе Совет Союзĕн Паттăрĕ ятпа чысланă.
1945 год çулхи ака уйăхĕнче — çав çарăн 7-мĕш гварди танк корпус командирĕн çумĕ, Берлин тата Прага операцисене хутшăннă. Танк çарĕсен генерал-майорĕ (20.04.1945). Питĕ хăюллă, хевтеллĕ, хăй тĕллĕн кĕрешме пултаракан çарпуç. Вăрçă çулĕсенче темиçе хутчен суранланнă, танк ăшĕнче çуннă.
Вăрçă хыççăнхи тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрçă хыççăн вăл Ленинград вăрçă тăрăхĕнче хĕсметре, танк корпусĕн командирĕ. 1948 çулта Тĕп штабăн вăрçă академинче вĕренсе тухать. 1948 çулхи пуш уйăхĕнче — Беларуç вăрçă тăрăхĕнче танк дивизин командирĕ. 1952 çулхи ака уйăхĕнче — Карпатçум вăрçă тăрăхĕн бронетанк тата механикăланă çарĕсен çарпуçĕ. Танк çарĕсен генерал-лейтенанчĕ (3.05.1953). 1953 çулхи раштав уйăхĕнче танк çарĕпе, 1957 çулхи ака уйăхĕнче — механикăланă çарпа — командăланă.
1957 çулхи утă уйăхĕнче — Германири совет çарĕсен ушкăнĕн Тĕп çарпуçĕн пĕрремĕш çумĕ. Генерал-полковник (18.08.1958). 1960 çулхи ака уйăхĕнче назначен Германири совет çарĕсен ушкăнĕн Тĕп çарпуçĕ хĕсметĕнче. Берлин кризисĕ тапхăрĕнче Европăра хĕçпăшаллă хирĕçӳ сиксе тухасси питĕ çивĕчленсен, Конев маршала Германири совет çарĕсен ушкăнĕн Тĕп çарпуçĕ вырăнне лартаççĕ (1961 çулхи çурла уйăхĕ), Якубовский унăн пĕрремĕш çумĕ, çакăн чухне вăлах ГСÇУ кулленхи ĕç-пуçне тытса тăрать. Лару-тăру лăплансан, 1962 çулхи ака уйăхĕнче, Якубовский çар генералне Германири совет çарĕсен ушкăнĕн Тĕп çарпуçĕ хĕсмет вырăнне тавăрнă. 1965 çулхи кăрлач уйăхĕ — Киев вăрçă тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ.
1967 çулхи ака уйăхĕнче — ССРП хӳтĕлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ, 1967 çулхи утă уйăхĕнче çав вăхăтрах Варшава Килĕшĕвне хутшăнакан патшалăхсен Пĕрлештернĕ хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп çарпуçĕ шутланнă. 1967 çулхи акан 12-мĕшĕнче, пĕр вăхăтрах А. А. Гречко хӳтĕлев министрĕ, Якубовский — унăн пĕрремеш çумĕ пулса тăрать, Якубовский Совет Союзĕн маршалĕ çар хисепне тивĕçет.
Хĕрлĕ лапамра, Кремль хӳми çумĕнче пытарнă.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ (кăрлач, 10 1944, авăн, 23 1944)
- Тăваттă Ленин орденĕ (10.01.1944, 6.01.1962, 22.02.1968, 6.01.1972)
- Тăваттă Хĕрлĕ Ялав орденĕ (21.07.1942, 14.02.1943, 30.08.1944, 21.08.1953)
- Иккĕ II степеньлĕ Суворов орденĕ (6.04.1945, 31.05.1945)
- I степеньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ (21.08.1943)
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (6.11.1947)
- III степеньлĕ «Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршывшăн хĕсметре тăнăшăн» орден (30.04.1975)
- Хисеплĕ хĕçпăшал, ССРП патшалăх гербĕн ӳкерчĕкĕпе (22.02.1968)
- ССРП медалĕсем
- Чехословак социаллă республикăн паттăрĕ (1970)
- Ютçĕр орденĕсемпе медалĕсем.
Мемуарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Земля в огне. Москва, 1975;
- За прочный мир на земле. Москва, 1975
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1977 çулта И. И. Якубовский ятне Киеври аслă танк инженерĕсен училищине панă.
- И. И. Якубовский ятне Киеври урама панă.
- И. И. Якубовский ятне Минскри урама панă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Якубовский Иван Игнатьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 января (№ 3 (263)). — С. 1
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «:СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршыв хĕсметĕнче тăнăшăн 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Берлина илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Прагăна хăтарнăшăн» медальпе чысланисем
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- Грюнвальд Хĕрес орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Вăрçă ĕçченĕсем пирки портретсăр статьясем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- Икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Суворов орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕсем
- «За службу Родине в Вооружённых Силах СССР» орден кавалерĕсем
- Кăрлачăн 7-мĕшĕнче çуралнисем
- 1912 çулта çуралнисем
- Могилёв облаçĕнче çуралнисем
- Чӳкĕн 30-мĕшĕнче вилнисем
- 1976 çулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- Çынсем, алфавитпа
- Кремль некропольне пытарнисем